Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ календарь

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.12.2012 21:05 | 1813 хут пӑхнӑ

«Сувар» чӑваш наци культурин аталану фончӗ Чӑваш халӑх сайчӗпе пӗрле «Анатолий Розов–2013» календарь кӑларчӗҫ. А3 виҫеллӗ календаре Анатолий Розов (1933–2010) художник 80 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Шел те, вӑл хӑй ҫак вӑхӑта ҫити пурӑнса ҫитереймерӗ.

Календарьти уйӑх ячӗсемпе кун ячӗсем — йӑлт чӑвашла. Ҫӳлти пайӗнче художникӑн сӑнӗ тата вӑл хатӗрленӗ «Болгарская крепость» (2007) ӳкерчӗкӗ вырнаҫнӑ.

Календаре кӑларма укҫа-тенкӗпе «Суварстром» ТМЯО пулӑшнӑ, дизайнне Николай Плотников хатӗрленӗ. Календаре «СУМ» лавккара 15 тенкӗпе туянма пулать.

Розов Анатолий Сидорович 1933 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

Анатолий Сидорович Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата киномотографи институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш пукане театрӗнче, Новокузнецкри тата Псковпа Кисанти пукане театрӗсенче ӗҫленӗ. 1998 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ. Анатолий Розов Ҫӗрпӳ хулин стеллине хатӗрленипе паллӑ. Паллӑрах ӳкерчӗкӗсене илес пулсан, ҫаксене асанма пулать: «Моя Чувашия» (1978), «Вечер в Торвашах» (1981), «Моя мама» (1983), «Чувашские потешки» (1991), «Музыка детства» (1996), «Вечность» (2002), «Надежда детства» (2003) тата ыттисем. Анатолий Розов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи (1994).

#календарьсем, #Ҫӗрпӳ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Тӑрваш

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/93821.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем