Раҫҫей телекурав тата радиохыпарлав сечӗ Чӑваш Енре эфирта пӑтӑрмахсем сиксе тухма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Телевизор ҫинчи ӳкерчӗк тата сасӑ ҫуркуннехи интерференцие пула япӑхланма пултарӗҫ. Ку – ҫутҫанталӑк пулӑмӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Хӗвел, ҫыхӑну спутникӗ тата антенна телебашня ҫинче пӗр линие тӑрать. Ҫавна май пӑтӑрмахсем сиксе тухас хӑрушлӑх пур.
Интерференци вӑйлӑ пулнӑ вӑхӑтра телепрограммӑсем пачах ҫухалма та пултарӗҫ, анчах нумайлӑха мар.
Телесигнал кашни ялта хӑш вӑхӑтра татӑлма пултарассине Раҫҫей телекурав тата радиохыпарлав сечӗн сайтӗнче пӗлме пулать.