Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Тӑлӑх Тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи («Контактра» )«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» пабликра пӗлтернӗ.
Мультфильмӑн виҫӗ верси иккен: титрсӑр, чӑвашла титрсемпе, вырӑсла титрсемпе.
Куҫараканнисем – Александр Степанов («Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗн ертӳҫи), Елена Кудрявцева, Эрбина Портнова. Редакторӗ – Юрий Виноградов. Вулаканӗсем – Иван Иванов, Валентина Иванова (иккӗшӗ те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеҫҫӗ), Александр Степанов. Техника енчен Василий Харитонов пулӑшнӑ.
«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» паблика «Хавал» ушкӑн уҫнӑ. «Тӑлӑх тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарни ҫинчен унта паян пӗлтернӗ.
Базиль Кириллов // 6529.5.4598
2020.03.30 10:41 | |
Юрий Виноградов редакто? Ха-ха-ха! "Çĕршыв" сăмахра та йăнаш тăвать те çак суя ученăй, ытти сăмахсене мĕнле пăтратнă-ши? | |
