Чӑваш Енри кашни район центрӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центрсем уҫнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, Тӑвайра «Аль» ӗҫлеме пуҫарӗ.
Ку ӗҫе кӳленни ялсенче те тӗл пулать — сӑмахран, кӑҫал чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпалта спорт клубне уҫмалла. Ӗнер, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, спорт керменне тӑвас ӗҫе йӗркелекенӗ Краснов Виталий Павлович спорт клубӗпе паллаштарчӗ — хӑтлав ирттерчӗ.
Мероприятире Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров, «Кӗрешӳ» федерацийӗн президенчӗ Виталий Васильев тата вице президенчӗ Виталий Никифоров, Калинино вӑтам шкулӗн директорӗ Татьяна Ефимова, Элӗк районӗн бокс федерацийӗн председателӗ Владислав Максимов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Краснов Виталий Павлович хӑй те спортра ют ҫын мар — вӑл Чӑваш Республикин «Профсоюзный бокс Поволжья» (чӑв. ~Атӑлҫи тӑрӑхӗн профсоюз боксӗ) обществӑлла организацийӗн президенчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗ, Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Спорт клубӗпе паллашнӑ май пурне те Виталий Петровичӑн чӑтӑмлӑхӗпе хастарлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ, кашни пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлеме вӑй сунчӗ. Хӑтлав вӑхӑтӗнче пӳлӗмсемпе паллаштарнисӗр пуҫне Виталий Петрович хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле бокс ҫапӑҫӑвне те кӑтартрӗ.
Спорт клубне йӗркелеме хысна укҫипе усӑ курман — пӗтӗм укҫа-тенке Виталий Петрович хӑй хывнӑ. Ҫурта вара «Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) колхозран туяннӑ — маларах унта ҫӗвӗҫсен цехӗпе администраци вырнаҫнӑ, каярах вара, пушар хыҫҫӑн, чылай хушӑ пушӑ тӑнӑ вӑл. Спорт клубӗнче воллейбол площадки, бокс рингӗ, теннис сӗтелӗсем, тӗрлӗ тренажерсем, икӗ бильярд сӗтелӗ, душевой тата ытти пулӗ. Кун пек пысӑк ӗҫе, паллах, ял халахӗ пулӑшмасӑр тума май ҫук.
Виталий Петрович пек тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакан хастар ҫынсем татах та пулсан питӗ аван пулмалла! Чӑн та, вӑй патӑр ӑна, ҫак ӗҫе вӗҫлеме!
Сӑнсем (24)