Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Васильевич Шупуҫҫыннине асӑнса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.12.2019 02:11 | 1484 хут пӑхнӑ
Культура

Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Иккассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пирӗн ентеш, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ, вӗрентекен Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт каллех утать ялтан яла» ятлӑ асӑну каҫӗ иртрӗ. Ял халӑхӗ , килнӗ хӑнасем малтанах Н.В.Шупуҫҫыннин пурнӑҫӗпе пуларулӑхне халалланӑ куравпа паллашрӗҫ.. Кунта Николай Васильевич ҫинчен хатӗрленӗ тӗпчев ӗҫӗсем, хаҫатра ҫырса кӑларнӑ статьясен пуххи, фотоальбомсем.

Антонина Михайловна Михайлова, библиотека ертӳҫи, асӑну каҫне Стихван Шавли ҫырнӑ «Шупуҫҫынни» ятлӑ сӑввипе уҫрӗ. Залра пухӑннӑ ял халӑхне пирӗн ентеше хисеплесе килнӗ хӑнасемпе паллаштарчӗ. Ҫыравҫӑн пултарулӑхне хак парса Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессорӗ Родионов Виталий Григорьевич, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗчен доценчӗ Софронова Ирина Владимировна тухса калаҫрӗҫ. Тӗл пулӑва ҫавӑн пекех Шмелева Н.П тата А.Л. Шпаннагель поэтсем хутшӑнчӗҫ .

Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Гаязетдинович Гельметдинов пӗрле пухӑнса Н.В.Шупуҫҫыннин кунне паллӑ тунипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, хӑнасене хисеплесе килнӗшӗн тав турӗ.

Виталий Григорьевич Родионов тахҫанах Н.В.Шупуҫҫынни ҫуралнӑ яла килсе курма ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ. Вӑл Шупуҫҫыннин Чӑваш ен тулашӗнче ӗҫленӗ тапхӑрӗпе паллаштарчӗ, поэтӑн пурнӑҫне тӗпчемелли татах та пурррине палӑртрӗ. Ирина Владимировна Сафронова вара Николай Васильевичӑн литетрура ӗҫне тӗплӗ тишкерчӗ. Иккасси шкулӗн ертӳҫи, Александр Витальевич Владимиров, Шупуҫҫыннин пурнӑҫне тӗслӗхе хурса ачасене чӑваш чӗлхине юратма чӗнсе каларӗ. Наталья Петровна Шмелева тата Александр Леопольдович Шпаннагель поэтсем куракансене хайсен сӑввисемпе паллаштарчӗҫ.

Александр Михайлович Михайлов, Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни, Н.В. Шупуҫҫыннин бюстне 1989 ҫулта уҫнине аса илчӗ, хӑйӗн «Моя малая родина - Елаши» кӗнекери поэт ҫинчен ҫырнӑ вырӑна вуласа пачӗ.

Иккасси шкулӗнче вӗренекенсем Н.В.Шупуҫҫынин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарчӗҫ. Ачасем каласа панӑҫемӗн экран ҫинче презентаци слайчӗсем куҫса пычӗҫ. Н.В. Шупуҫҫыннин « Янрак янравӗ» поэмӑри сыпкӑкӗ , Валери Туктар ҫырнӑ «Шкулӑмӑр», Юхма Мишши ҫырнӑ «Шупуҫҫыннине асӑнса» сӑввисем янрарӗҫ. Пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шупуҫ» фольклор ушкӑнӗ пухӑннисене Н.В. Шупуҫҫынни сӑввипе ҫырнӑ, Ф. Палов илемлетнӗ «Малалла утар, харӑс пусар» тата чӑваш халӑх юррисене юрласа савӑнтарчӗҫ. Ачисен чӑваш ташшине те, Юлия Козлова «Сараплӑ сысна» юптару вуланине те пухӑннисем кӑмаллӑн йышӑнчӗҫ. Николай Васильевичӑн тӑванӗ - Николай Дмитриевич Дмитриев- поэта манманшӑн, унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпченӗшӗн, асӑну каҫне йӗркелекенсене, килнӗ хӑнасене тав сӑмахӗ каларӗ.

В.Г.Родионовпа И.В.Сафронова Иккасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература класӗнчи мухтавлӑ поэтӑмӑра халалласа йӗркеленӗ стендпа та паллашрӗҫ. Асӑну каҫӗ Н.В.Шупуҫҫыннин палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хунипе вӗҫленчӗ.

#Иккасси, #Шупашкар районӗ, #литература, #юбилейсем, #ЧПГӐИ, #ЧПУ, #Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7304.3.7969
2019.12.03 10:35
Agabazar
Шупуççынни ГУЛАГра пуç хуни пирки мĕншĕн пĕлтермен кунта?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем