Улан-Удэн тата Бурят Республикин митрополичӗ Савватий тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унӑн ашшӗ, Геннадий протоирей, пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Виличчен вӑл ывӑлӗпе курнӑҫса ӗлкӗрнӗ.
«Эп ун патне пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн тепрер сехетрен пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Уншӑн кӗл тунисене пурне те тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Бурят Республикин митрополийӗн ертӳҫи.
Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен пачӑшкӑ ашшӗне амӑшӗпе юнашар пытараймассине пӗлнӗ.
Савватий амӑшӗн вил тӑприпе юнашар пӗр вырӑн пур иккен. Анчах унта ашшӗне пытарас тесен хайхисем арӑмӗпе упӑшки пулнине хутпа ӗнентермелле. Пытарас енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара Чӑваш Енре саккун ҫаплине пӗлтернӗ.
1951 ҫулхи мӑшӑрлану хутне ӑҫтан тупмалла-ши тесе пӑшӑрханать митрополит. Ӑна архива ыйтса ҫырма сӗннӗ иккен.
Хупнӑ ҫӑва ҫине пытарас тесен ҫӗршывӗпех ҫавӑн пӑтӑрмахлӑ иккен.
Agabazar // 2302.7.9768
2019.10.09 14:42 | |
Документ тупма йывӑр пулнӑ пулсан, кӳнтеленсене чӗнме май пулман-ши? Ашшӗпе амӑшӗ мӑшӑрланнине астӑвакан ҫынсем пулмаллах вӗт. Кӳнтеленсемпе нотариус патне каймалла та — документ тутармалла.