Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпар: Кӑмпа ҫулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 10.09.2012 00:02 | 2078 хут пӑхнӑ
Ку кӑмпасем харӑсах иккӗн-виҫҫӗн, е ытларах та ӳсеҫҫӗ
Ку кӑмпасем харӑсах иккӗн-виҫҫӗн, е ытларах та ӳсеҫҫӗ

Комсомольски тӑрӑхри вӑрмансем мӗн авалтан кӑмпа-ҫырларан пуян пулнӑ. Сӑмахран, ҫывӑхри хура вӑрмана ял-йышсем юр кайса пӗтнӗ-пӗтмен кӑтра кӑмпа шырама васканӑ. Темиҫе хутчен вӗретсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫак пит илемлех те мар кӑмпа питех те тутлӑ ҫимӗҫ пулса тӑрать. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗсенче кашниех витре, е урӑх савӑт-сапа йӑтса ҫырлана васканӑ. Чӑн малтан хурӑн ҫырли, каярахпа хура ҫырла, унтан вара хӑмла ҫырли, пӗрлӗхен илӗртнӗ ҫынсене вӑрманта. Кӗркунне вара палан, пилеш е кӗтмел таҫтанах йӑм хӗрлӗ тӗсӗпе ҫулӑм евӗр ҫунса хӑйсем патнелле чӗннӗ. Халӗ те вырӑн-вырӑнпа тупма пулать-ха асӑннӑ ҫырласене. Анчах та вӗсен лаптӑкӗсем унчченхинчен сайрарах тӗл пулаҫҫӗ, тата пысӑках та мар. Уйрӑмах иртнӗ ҫулласенчи типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк вӑйлӑ сиен кӳчӗ вӑрмансене.

Ҫырла лаптӑкӗсем чакаҫҫӗ пулин те кӑмпасем вӑрманта аванах тӗл пулаҫҫӗ-ха. Кӑҫал уйрӑмах ӑнса пулать ҫак ҫимӗҫ. Хальхи вӑхӑтра тин ҫеҫ шӑтса ӳсекен хура кӑрӑҫсемпе хыр кӑмписем, тӗрлӗ тӗслӗ шлепкеллӗ майра кӑмписем (вӗсене тата яка кӑмпа теҫҫӗ), хулӑн шлепкисене аран йӑтса ларакан ӑвӑспа хурӑн кӑмписем, кӑчӑр кӑна масла кӑмписем, тап-таса та пӗр ҫӳп-ҫапсӑр пӑрҫа икерчи, е вӑлах калиме кӑмпи. Шурӑ кӑмпасем те нихҫанхинчен нумай, темелле. Шыраса тупма кӑна пӗлмелле, питех те пытанмалла выляма юратаҫҫӗ хӑш-пӗр йышшисем.

Чӑн та, вӑрмана пӗр кӗрсен вӑхӑт иртни те сисӗнмест, уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывлани те чуна савӑнтарать. Анчах та кунта чунран-чӗререн тарӑхмалли те тупӑнать. Самахран, ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе пынӑ вӑхӑтрах унта та кунта сапаланса выртакан ҫӳп-ҫап питех те тарӑхтарать. Купи-купипе тиесе килсе тӑкаҫҫӗ ҫынсем кил-картишӗнче юрӑхсӑра тухнӑ япалисене вӑрмана. Сапаланса выртаҫҫӗ вара ҫакскерсем тавралӑх илемне тата этем ятне ярса.

#Комсомольски районӗ, #вӑрман, #кӑмпасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем