Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ C.И. Морозов облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхне В.И. Сваева хӑйӗн национальноҫсен ӗҫӗсен канашлуҫи тунӑ. Унччен ку вырӑнта тутар ҫынни Р.Ф. Сафин ӗҫленӗ.
Владимир Ильич Сваев 1943 ҫулта Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнче ҫуралнӑ. Куйбышеври план институтне пӗтернӗ. Раҫҫей Федерацин 1-мӗш класлӑ канашлуҫи. Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ ҫынни. Чӗмпӗр облаҫӗнчи миграци службине ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Президенчӗн Чӗмпӗр облаҫӗнчи полномочиллӗ представителӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсӗмшӗн» орден медалӗпе тата Чӗмпӗр ооблаҫӗн «За веру и добродетель» (чӑв. «Ӗненӳшӗн тата ырлӑхшӑн») паллипе наградӑланӑ. Ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернӗ.
