Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Раҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗн ҫумӗ пулма Сергей Григорьева шаннӑ. Ку хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсен пуххи) ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Сергей Вениаминович Григорьев унччен Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫав пукана ӑна 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑри яваплӑ портфельпе ҫӳреме пуҫличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Agabazar // 2620.17.6411
2019.07.23 00:27 | |
Законодательство — саккунсен пуххи мар. Вӑл сӑмах "саккун кӑларасси" тенине пӗлтерет. Суккунсен пуххине вара "кодекс" теҫҫӗ, сӑмахран. | |
