Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ 1,8 миллион тенкӗпе иномарка туянасшӑн пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах аукцион пулман, администраци документсене тӗрӗс мар хатӗрленӗ-мӗн. Монополипе кӗрешекен федераци управленийӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн аукциона пӑрахӑҫлама тивнӗ.
Хӗрле Чутай районӗнчи тӳре-шара пӗрех машина туяннӑ. Хакӗ 1,4 миллион тенке кайса ларнӑ. Машинӑпа «Альянс-Моторс» тивӗҫтерӗ.
Унччен аукцион ирттериччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Альбина Ярабаева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хаклӑ иномарка канашлӑва вӑхӑтра ҫитме кирлӗ.
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.06.06 22:47 | |
Хайхи ӗнтӗ ҫул ҫук вырӑнсемпе вӗҫтерӗҫ пуль. Вӑхӑтра ҫитес тесен ӑна вӑхӑтра тухас пулать мар-и ара? | |
