Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Масар ҫулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakvleva 03.06.2012 18:49 | 1790 хут пӑхнӑ

Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ вӑхӑтлӑх. Кунта эпир хӑнара ҫеҫ. Кашни ҫын юлашкинчен ҫак ҫут тӗнчерен масар ҫулӗпе леш тӗнчене ӑсанать.

Пирӗн вара, ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ кашни ҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ – вилнӗ ҫынсене хисеплесе асӑнасси, вӗсене асра тытасси, масар ҫине кайса ун йӗри-тавралӑхне тирпейлесе тӑрасси, масар синчи хӗрессене, палӑксене упрасси, ҫӗнетесси, вӗсен вил тӑприйӗсене тирпейлесе тӑрасси. Нумай ялсенче масар патне пыракан ҫула асфальт е хыт чул сарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах нумай ялсенче ҫак ҫул питӗ япӑх. Унчченхи вӑхӑтра колхозсен вӑйӗпе сарнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра ҫак ҫула тирпейлеме ытларах ял халӑхӗ хӑй тӑрӑшать.

Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗн аслӑ урамне совет саманинче асфальт сарса юлайнӑ пулсан масар патне каякан ҫул питӗ япӑхччӗ.

Кашни ҫулах ҫимӗкре ял халӑхӗпе пӗрлех ютра пурӑнакан Вӑтаел ҫыннисем масар ҫине вилнӗ тӑванӗсене асӑнма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫав кун чылай чухне ҫумӑр ҫунипе масар патне машинӑсемпе пыма ҫав тери йыварччӗ. Ку нумайӑшне пӑшӑрхантаратчӗ. Ҫавӑнпа ютра пурӑнакан Вӑтаелсем пуҫарнипе кӑҫал ҫак ҫула тирпейлеме шутларӗҫ. Паллах, укҫа-тенкӗпе ял канашӗ те, патшалӑх та пулӑшма пултарайманнине шута илсе, ял ҫыннисем хӑйсен шутӗнчен ӗҫе пурнӑҫлама шут тытрӗҫ. Ялта пурӑнакан Козлов Василий Владимировичпа Софронов Валерий Семенович ку ӗҫе пурнӑҫлама хӑйсем ҫине илчӗҫ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех вӗсем 500 метра яхан тӑсӑлакан ҫула хыт чулпа сартарчӗҫ. Ялта пурӑнакансен вӑйӗпе ҫеҫ ку ӗҫе вӗҫне ҫитерме май ҫук. Ҫавӑнпа та ютра пурӑнакан Вӑтаелсем те питӗ активлӑ хутшӑнчӗҫ. Вӗсене валли ятарлӑ счет уҫса пачӗҫ. Чи малтанах ҫак ӗҫре Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан Яковлев Геннадий Минович врач-травматологӑн тӳпи пысӑк пулни ҫинчен асӑнса хӑвармалла. Унсӑр пуҫне Плечова А.Н., Щербаков В.П., Плечов В.Н., Яковлева О.Ф. тата ытти нумай ентешсен тӳпи пысӑк пулнине палӑртмалла. Хӑш-пӗр ҫемьесем ашшӗ-амӑшӗ ҫеҫ мар, пур ачи те ҫак ӗҫре пуҫарулӑх кӑтартрӗҫ. (Шайкина М.К., Соснова Р.Г., Шайкина В.Г., Захарова А.И., Чувайкин А.М. ачисем). Ҫавӑн пекех тата ял лавккинче ӗҫлекен Щербакова Надьӑпа Виноградова Альӑна тав сӑмахӗ каласшӑн. Вӗсем пулӑшнипе ҫак ҫула тирпейлеме укҫа пухса ҫитерме пултарчӗҫ.

Ҫак ӗҫе хутшӑннӑ (ӗҫпе, укҫа-тенкӗпе, ырӑ сӑмахпа) пур ҫынна та Вӑтаел масарӗнче канлӗх тупнӑ тете-аппасем, асатте-асаннесем, кукамай-кукаҫисем, атте-аннесем пулӑшса пыччӑр.

#Патӑрьел районӗ, #Вӑтаел

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем