ЧР Ҫутҫанталӑк минстерстви «Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине» ҫӗнӗрен кӑларасшӑн. Кун пирки аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ведомство кӗнекене ҫӗнетсе кӑларма 2,8 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн кӗнекене кӑларас ӗҫе Чӑваш Енри Хӗрлӗ кӗнекен Правительство комиссийӗн пайташӗсене, ӑслӑлӑх кандидадӗнчен пӗчӗкрех мар специалистсене явӑҫтармалла.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Раҫҫӗйӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ, пирӗн регионта ӳсекен ӳсен-тӑран, кӑмпа, лишайник списокне, юлашки 50 ҫулта Чӑваш Енре ҫухалнӑ ӳсен-тӑрана тата ыттине кӗртмелле.
Ҫӗнетнӗ кӗнекен кӑҫал раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тухмалла.