Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти «Дорисс парка» 45 миллион тенкӗ тӳлесе хӑтлӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кам пурнӑҫласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Аукцион ирттерессине вара пӗлтернӗ ӗнтӗ. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.
Парка илемлете хӑтлӑлатакан организацие мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 45 миллион тенкӗ уйӑрса пама планланӑ. Палӑртнӑ ӗҫсене подрядчикӑн ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫласа пӗтермелле.
Подряд организацине палӑртмалли аукцион иртессине Патшалӑхӑн госзакупкинсен порталӗнче хыпарланӑ. Техника ӗҫӗнче палӑртнине ӗненсен «Дорисс паркра» сцена, выляв лаптӑкӗсем, скейт-парк, амфитеатр, Work Out валли лапамсем, йытӑ уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне паркра йывӑҫ-тӗм лартмаллине те пӑхса хӑварнӑ.
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.05.08 20:45 | |
Тем те пулӗ. Анчах йӑмра валли кӑна вырӑн пулмӗ вӑл паркра. Пӗлтӗр унта асӑрханӑ йӑмрана кӑҫал каснӑ. | |
Базиль Кириллов // 3436.5.9368
2019.05.09 19:06 | |
"Благоустройствона " юсаса ҫӗнетни" тесе каламалла мар-и? Эпир "реконструкция" тенине ҫапла калаттӑмӑр. пӗлтерӗшӗ ҫавах.Эсир калани ытла та лӑпӑш-лапӑш та ҫавӑнпа калатӑп.
"Йытӑсемпе уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн" темелле ӗнтӗ, унсӑрӑн йытӑсем хӑйсемех пыраҫҫӗ те уҫӑлса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Тӳррипех калам - пуклак ҫыран!!! | |
