Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӗтӗм вырӑссен диктантне Чӑваш Енре пурӑнакансем мӗнлерех ҫырни паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал акцие 749 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем, журналистсем.
Кӑҫал диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ҫичӗ ҫул хушшинче кунашкалли республикӑра пулман. Диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнисен хушшинче 10-ри ача та пур. Акцие хутшӑннӑ чи аслӑ ҫын – Тихон Сергеев историк, профессор.
Диктант йӗркелӳҫисем каллиграфи почеркӗпе таса та йӑнӑшсӑр ҫырнӑ икӗ текста та палӑртнӑ. Кӑҫал ют ҫӗршывран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студентсем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унашкаллисем 14-ӑн пулнӑ. Вӗсем диктанта TruD тест мелӗпе ҫырнӑ.
Базиль Кириллов // 3754.32.9297
2019.04.30 18:34 | |
"Пӗтӗм вырӑссен диктантне,,," Ай тур-тур... Вах- вах... " Тен, "вырӑс чӗлхин пӗтӗмлетӳ диктанчӗ? | |
Agabazar // 2735.35.3842
2019.05.09 14:59 | |
вырăссем кăна çыраççĕ-ши? | |
Agabazar // 2735.35.3842
2019.05.09 14:59 | |
вырăссем кăна çыраççĕ-ши? | |
