Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашсен пӗрремӗш грамматики тухнӑранпа 250 ҫул ҫитнине сӳтсе яврӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.04.2019 14:36 | 2738 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер, акан 22-мӗшӗнче «Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики: XXI ӗмӗртен пӑхса хаклани» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке пичетленсе тухнӑранпа 250 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.

Тухса калаҫакансен йышӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗсем Геннадий Дегтярёвпа Виталий Родионов тата аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Эдуард Лебедев, паллӑ ӑсчах Антер Хусанкай, кӗнеке палатин ӗҫченӗ Луиза Сергеева, вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Егоров, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников пулчӗҫ. Вӗсем ҫак кӗнекен кун-ҫулне аса илчӗҫ, чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Сӑмахран, Николай Иванович чӑваш чӗлхине тимлӗх сахал уйӑрни пирки каларӗ. Унӑн ӳпкевне гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шарасем тивӗҫрӗҫ. Николай Алексеевич Плотников вара Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ малашлӑх валли мӗнле ӗҫсем туни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

«Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» Питӗрте 1769 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Вырӑс мар халӑхсене илес пулсан — вӑл пӗрремӗш грамматика шутланать. Чӑваш чӗлхи грамматики хыҫҫӑн кӑна удмуртсемпе ҫармӑссен тата ытти халӑхсен грамматикисем пичетленсе тухнӑ. Ку кӗнекене пула пирӗн халӑх пирки тӗнче шайӗнче пӗлме пуҫланӑ.

#ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #юбилейсем, #кӗнекесем, #Питӗр, #наци вулавӑшӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/1685.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем