Сывлӑх сыхлав отраслӗ лайӑх ӗҫлетӗр тесе патшалӑх сахал мар тӑрӑшать темелле. Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисене ҫӗнӗ йышши глюкометрсемпе тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «03» бригадӑсене 100 глюкометр туянса панӑ. Халь илнисем юн анализне 5 ҫеккунтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Унчченхисем 40 ҫеккунт кӗттернӗ.
«Васкавлӑ тӗслӗхсенче кашни ҫеккунчӗ хаклӑ», – тенӗ, тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ пулӑшӑвӑн подстанцийӗнче ӗҫлекен Егор Миронов аслӑ фельдшер.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнри сахӑр виҫине сахӑр диабечӗ, инсульт, панкреатит чухне, пуҫ мимине суранлатсан, шӑнӑр туртса лартсан хӑвӑртрах палӑртмалла.