Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.04.2019 10:15 | 3742 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ.

Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр.

«Чӑваш вӑййисем» номинаци

1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем;

2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем;

3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем.

«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци

1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта);

2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта);

3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта).

Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ.

«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци

1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта);

2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта);

3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта);

3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта);

3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта).

«Чӑваш сӑввисем: тӗп шкул» (Вӑтам ҫулхи ачасем) номинаци

1) Майорова Фелицата (Шупашкар районӗ, 16 ҫулта);

2) Захарова Виктория (Йӗпреҫ районӗ, 13 ҫулта);

3) Чернова Анастасия, Петрова Анна, Филиппов Никита (Шупашкар хули, 15 ҫулта).

«Чӑваш сӑввисем: тӗп шкул» (Аслисем) номинаци

1) Григорьева Любовь Владимировна (Ҫӗрпӳ районӗ, Рынкӑ ача пахчи);

2) Филиппова Нина Калистратовна (Тӑвай районӗ, Чутей вӑтам шкулӗ);

3) Васильева Марина Владимировна (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Мӑн Этмен шкул ҫумӗнчи «Шӑнкӑрав» ача пахчи).

«Владимир Андреев сӑввисем» (Чи пӗчӗккисем) номинаци

1) Яковлева Мария (Элӗк районӗ, 4 ҫулта);

2) Ефремова Ульяна (Элӗк районӗ, 5 ҫулта);

2) Миронов Максим (Элӗк районӗ, 3 ҫулта);

3) Жачева Наталья (Ҫӗрпӳ районӗ, 5 ҫулта);

3) Семёнова Дарья (Элӗк районӗ, 5 ҫулта);

3) Яковлева Юлия (Канаш районӗ, 5 ҫулта).

«Владимир Андреев сӑввисем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци

1) Борисова Ангелина (Шупашкар районӗ, 9 ҫулта);

2) Михайлова Дарья (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта);

3) Афанасьева Снежана (Канаш районӗ, 7 ҫулта);

3) Иванова Анастасия (Етӗрне районӗ, 10 ҫулта).

«Чӑваш ача-пӑча юрри» (Пӗчӗк ачасен ушкӑнӗсем) номинаци

1) «Тӳнкки-тӳнкки параппан» («Кӗлпике» ушкӑн, Муркаш районӗ);

2) «Кӗркунне» («Шӑнкӑрав» ушкӑн, Муркаш районӗ);

3) «Параппан» («Сывлӑмпи» ушкӑн, Етӗрне районӗ).

«Чӑваш ача-пӑча юрри» (Шкул ачисен ушкӑнӗсем) номинаци

1) «Ҫырмари концерт» («Вӑрттӑнлӑх» ушкӑн, Тӑвай районӗ);

2) «Тӳнкки-тӳнкки параппан» (Патӑрьелти 1-мӗш шкулӑн 2-мӗш класс ачисем);

3) «Анне» («Нарспи» ушкӑн, Чӗмпӗрти 55-мӗш вӑтам шкул).

«Чӑваш ача-пӑча юрри» (Шкул ачисем) номинаци

1) «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» (Адюкова Мария, Елчӗк районӗ);

2) «Тӑван кӗтес» (Федорова Арина, Вӑрнар районӗ);

3) «Пурнӑҫ юрри» (Никонорова Ангелинӑпа Назарова Светлана, Ҫӗмӗрле районӗ).

Ҫавӑн пекех «Премьера» ҫумноминацире «Ҫулталӑк вӑхӑчӗсем» юрӑпа Ефимова Дианӑна палӑртнӑ.

«Чӑваш юмахӗ» (Ачасен ушкӑнӗсем) номинаци

1) «Пукане» (Елчӗк районӗнчи «Шевле» ача пахчи);

2) «Лаша шырани» (Муркаш районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчи);

3) «Ылтӑн ҫӗлӗклӗ автан» (Елчӗк районӗнчи «Чебурашка» ача пахчи).

«Чӑваш юмахӗ» (Шкул ачисем) номинаци

1) «Пукане юмахӗ» (Степанова Ксения, Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул);

2) «Кинеми, мӑнукӗ тата чӑпар чӑх» (Пятаков Павел, Патӑрьел районӗ);

3) «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» (Федорова Анастасия, Ҫӗрпӳ районӗ);

3) «Тилӗпе чӑх» (Орлов Денис, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей).

«Чӑваш юмахӗ» (Аслисем) номинаци

1) «Ҫӗр ҫинче мӗн вӑйлӑ» (Борзова Елизавета Владимировна, Шӑмӑршӑ районӗ);

2) «Пукане» («Асамат кӗперӗ» ача пахчин воспитателӗсем, Тӑвай районӗ);

3) «Ӑшӑтман тӑлӑп» (Софронова Валентина Михайловна, Канаш районӗ).

Малти вырӑнсене тухма мехел ҫитернӗ ятпа пурне те саламлатпӑр!

Аса илтеретпӗр, чыслав юнкун акан 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртӗ. 9 сехетрен регистраци пулӗ, 10-ра — пуҫламӑшӗ. Пурне те ҫак чаплӑ уява йыхравлатпӑр!

#Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #наци вулавӑшӗ, #пултарулӑх, #ачасем, #ача пахчисем, #шкулсем, #Муркаш районӗ, #Тӑвай районӗ, #Шупашкар, #Чӗмпӗр, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Шупашкар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/398.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем