Муркаш районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, арҫын суд штрафне — 40 пин тенке — ҫеҫ тӳленӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче ҫак арҫын ҫырмара 12 метр ҫӳллӗш йывӑҫ каснӑ, анчах вӑл ӑҫталла ӳкессине шутласа илеймен — йывӑҫ 46 ҫулти арҫын ҫине персе аннӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫывӑхра ӗҫлекен ентешӗсем йывӑҫ ҫумӗнче ҫын пурри пирки асӑрхаттарнӑ, ку вара шута илмен.
50-ри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланман, вилнӗ арҫыннӑн ывӑлне компенсаци тӳленӗ. Ҫавӑнпа пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна суд штрафӗ кӑна тӳлеттернӗ.