Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тата Канашри районсен хушшинчи прокуратура пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ обществӑра тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомствӑсен ӗҫченӗсем Литваран кӳрсе килнӗ груша сутнине тупса палӑртнӑ.
Ҫак улма-ҫырлана Литваран илсе килнине ун ҫинчи маркировка этикетки те ҫирӗплетнӗ. Анчах грушӑна кӳрсе килнӗ чухне кирлӗ документсем пулман.
Россельхознадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сутлӑхри 39 килограмм грушӑна туртса илнӗ те тӗп тунӑ.