Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Хулари транспорт ӗҫне тӳре-шара кунсерен тӗрӗслет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.12.2018 18:09 | 1642 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкар хулинче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн транспорт реформи пуҫланчӗ. Хулари тӳре-шара ҫавна ҫынсемшӗн тӑрӑшнипе, ҫул ҫинче ҫӳреме меллӗ пулассипе сӑлтавларӗҫ. Анчах Шупашкарта пурӑнакансенчен хӑшӗсем ку меллӗхе ӑнлансах кайманнине пӗлтереҫҫӗ — тепӗр чух транспорта 15-20 минут кӗтме тивет имӗш. Пӗр маршрутка хускалнӑ хыҫҫӑн тепри пырса чарӑннине хӑнӑхнӑ халӑха транспорт реформи килӗшмен.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт епле хутланине тӳре-шара, пурӗ 60-а яхӑн ҫын, кунсерен тӗрӗслет. Сити-менеджер хӑй те черетлӗ хутчен общество транспортне ларнӑ. Ҫула вӑл ирхи 6 сехет те 30 минутра тухса 8 сехет те 30 минутчен ҫӳренӗ. Чарӑнусенче халӑхпа калаҫнӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.

Транспорт епле хутланине тӗрӗслесе тӑма bus.cheb сервис тата ГЛОНАСС оборудованийӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе йывӑр-мӗн. Маршрутсенче вырӑнти водительсем ҫуккине те асӑннӑ. Вӗсене автобуссен хуҫи сехетре 300-н яхӑн тенкӗ сӗнсен те лешсем ӗҫлесшӗн мар имӗш.

#тӳре-шара, #автобуссем, #транспорт, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/BrCbN1xngDE/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 1498.71.7214
2018.12.08 00:47
Кăнтăр-Хĕвел-анăç микрорайонĕнчи пурăнакан çынсем çак транспорт реформипе питĕ кăмăлсăр. Çак çинчен вĕсем раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Салют" Культура керменĕнчи А.Ладыковпа тĕлпулура хĕрÿллĕ калаçрĕç. Чи кирли лайăх маршрутсем 49, 60, 60к маршрутсене мэрия пăрахăçланă. Халь пассажирсене хулана кайма куçса ларнипе (пересадкасемпе) çÿреме тивет. Ку
темиçе хут хаклăрах. Уйрăмах ачасемпе пĕрле. Хĕрарăмсем уйрăмах кăмăлсăр. Анчах мэр хăвăл кăмăл çине тăрать.
Agabazar // 2910.38.0385
2018.12.08 01:03
Agabazar
Малтан пушă вырăнта проблема пекки туса хураççĕ, унтан "тĕрĕслеме" тытăнаççĕ...
валерий тумлак // 4268.82.2215
2018.12.08 04:44
Хула пуçĕ ытларах тролейбус управленийĕшĕн тăрăшни сисĕнет,халăх мĕн каланине итлесех каймасть!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем