Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван чӗлхепе калаҫас килет!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.02.2012 22:22 | 1772 хут пӑхнӑ
Чӗмпӗр облаҫӗ
Чӗмпӗр облаҫӗ

Чӗлхе пӗлтерӗшӗ уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗнче ҫеҫ мар, ҫак чӗлхепе калаҫакан пӗтӗм халӑх пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк пӗлтерешлӗ.

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен шучӗ ҫӗртен те иртет. Вӗсен кашнин хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑванран та тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен халӑх та пӗтет»,-тенӗ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев. Иван Яковлевич тӗрӗс каланӑ: чӗлхе вӑл — нацийӗн тӗп паллисенчен пӗри. Енчен те ҫитес 20-30 ҫул хушшинче чӑвашсем пурте тӑван чӗлхене манса вырӑсла калаҫма пуҫлас пулсан вара чӑваш халӑхӗ ҫӗр пичӗ ҫинчен пачах ҫухалать, вӑл вырӑс халӑхӗ пулса каять. Анчах Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑмахӗсене урӑхларах та калама пулать: «Халӑх пӗтсен — чӗлхе те пӗтет». 2010 ҫулхи ҫырав Раҫҫейри чӑвашсен шучӗ 200 пин ҫын чакнине кӑтартса пачӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра пӗр миллион ҫурӑ чӑваша яхӑн пурӑнать. Ҫын шучӗпе пирӗн халӑх Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать (вырӑссемпе украинецсем тата тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн). Вунӑ ҫул каялла ҫеҫ тӑваттӑмӗш пыраттӑмӑр. Унӑн ҫурри ытларах Чӑван Енре, тепӗр пайӗ ытти республикӑсемпе облаҫсенче пурӑнать. Ульяновск облаҫӗнче — 95 пин чӑваш. Чӑваш чӗлхипе калаҫма, теприне ӑнлантарма пултаракансен шучӗ тата сахалтарах. Пирӗн мӗнпур шанчӑк — ял ҫыннисенче, ял ачисенче. Хӑш-пӗр хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентетпӗр пулсан та вӗсенче пуплеве ялти пек туллин аталантарма май килмест. Шел...

Чӗлхе — ҫынсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма, хӑйсен шухӑшӗсене ыттисене каласа е ҫырса пӗлтерме май паракан чи кирлӗ, чи тухӑҫлӑ мел. Енчен те тахҫантанпа курнӑҫман икӗ чӑваш пӗр-пӗрне тӗл пулсан куштанланса вырӑсла мар, «Салам, тусӑм, еплерех пурӑнатӑн?» тесе чӑвашла, хамӑрла ыйтсассӑн еплерех аван пулнӑ пулӗччӗ. Ҫитес ҫыравра та чӑваш чӗлхипе калаҫакансен шучӗ каллех чакасси пирки мар, ӳсесси пирки хӑюллӑнах калаҫма май килӗччӗ.

#кӳршӗсенче, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/504.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем