Шупашкарти хулаҫум автовокзал патӗнчен иртекен чукун ҫул урлӑ халӑх вӗҫӗмех хутлать. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчен пыракан тротуара чукун ҫултан тимӗр картапа хуплани те пулӑшаймарӗ: халӑх пӗрех каҫса ҫӳрет. Ҫыннисене ятлама та аптӑравлӑ: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура Иван Яковлев проспекчӗн тепӗр енне каҫма май ҫук. Ҫывӑхри чарӑнусенчен пӗри — «МТВ-центр», тепри — автовокзал.
Паян Шупашкарти тӳре-шара (йышра пакунлисем те пулнӑ) канашлӑва пухӑннӑ. Чукун ҫул отраслӗнчисем чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме чарас ыйтӑва темиҫе те хускатнӑ иккен. Хальхинче те вӗсем ҫавӑн пиркиех калаҫнӑ.
Канашлу пирки Шупашкар хулин ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, ҫивӗч ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра епле те пулин татса памаллах. Чукун ҫул урлӑ, тен, каҫӑ сарӗҫ-и?..