Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Наци проекчӗсемшӗн яваплисене ҫирӗплетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 09.08.2018 08:23 | 1106 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре наци проекчӗсемшӗн яваплисене ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Наци проекчӗсене, вӗсенче палӑртнӑ тӗллевсемпе кӑтартусене пӗтӗмӗшле пурнӑҫлассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин яваплӑха хӑй ҫине илӗ. Уйрӑм енсемпе вара тӗрлӗ министра ҫирӗплетнӗ. Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин «Безопасные и качественные автомобильные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем), «Жилье и городская среда» (чӑв. Ҫурт-йӗр тата хула таврашӗ) енсемшӗн те уйрӑммӑн яваплӑ. «Цифровая экономика» (чӑв. Цифра экономики) еншӗн —Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Производительность труда и поддержка занятости» (чӑв. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата ӗҫлӗхе пулӑшасси), «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» (чӑв. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑх тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси), «Международная кооперация и экспорт» (чӑв. Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт) енсемшӗн — экономика министрӗ Владимир Аврелькин, «Экология» (чӑв. Экологи) енӗпе — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, «Демография» (чӑв. Демографи), «Здравоохранение» (чӑв. Сывлӑх сыхлавӗ), «Образование» (чӑв. Вӗрентӳ), «Наука» (чӑв. Ӑслӑлӑх), «Культура» енӗпе — финанс министрӗ Светлана Енилина. Хушу епле пурнӑҫланнине Михаил Игнатьев хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.

#йышӑнусем, #яваплӑх, #политика, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем