Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Никита Тӗнчен ача ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗкскере Аяран ят хунӑ. Ӑна Ая та тесе чӗнеҫҫӗ. «Тӳпере вӗҫӗкен Уйӑх» тенине пӗлтерет. Ая (тӗрӗк чӗлхинчен – уйӑх), Ярӑн (чӑваш чӗлхинчен)», - ҫапла ӑнлантарнӑ Никита.
Хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне Чӑваш Енре Республика кунне халалласа салют кӗрленӗ. Анастасия Тӗнче Шупашкарти 5-мӗш ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ. Унта Никита ҫуралнӑ пулнӑ.
Agabazar // 2943.1.0889
2018.07.13 15:54 | |
Чăваш чĕлхинчи уйăх (< ойх < айх) ытти тĕрĕк чĕлхисенчи когнатсенчен вĕçĕнче -х пуррипе уйрăлса тăрать. | |
Шыравçă 32 // 4182.68.4835
2018.07.18 09:52 | |
Малтан хăйне темĕскерле ят хурать, кайран ачине. Чăвашăн çырăнса юлнă оригиналлă 10000 ятĕнчен пĕри те тивĕçтермен пулас. Ку çемьере традици, е ваттисен еткерне хисеплени ячĕшĕн кăна. | |
