Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сурхури» иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.01.2012 21:52 | 1964 хут пӑхнӑ

ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупахра паян чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансем пуханчӗҫ — философсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вӗрентевҫӗсем, ӑсчахсем. Блогерсем те пурччӗ кунта.

Пухӑва чӑвашсен хӗллехи чи паллӑ уявне пӗрле ирттермелле пуҫтарӑннӑччӗ те чи малтанхи сӑмаха Виталий Петрович Станьял илчӗ. Вӑл халӑха ҫак уяв мӗнле иртни пирки кӗскен каласа пачӗ, унӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен. Уяв пӗлтерӗшӗ пирки ыттисем те сӑмах хушрӗҫ пулин те Виталий Петрович ятарласа хатӗрленсе килни сисӗнче — сӑмахӗ лекцие ирттернӗ вӑхӑтри пекех пулчӗ. Калаҫу малалла ӗҫлӗ пулчӗ — чӑваша мӗн хумхантарни пирки кашни сӑмах хускатрӗ: чӑвашсен йышӗ чакни, юрӑсенче чӑваш сӗмӗ ҫукки, тата ытти пӑшӑрхантаракан ыйту. Ырри пирки те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ: шӗпсутсен (скульптурӑсен) фестивалӗсене тӗрлӗ енлӗ тӑвасси тата вӗсене аталантарасси (хӑвӑрах пӗлетӗр, Шупашкарта халӗ пӑртан кӳлепесем тӑвас фестиваль иртет), тӑван яла ҫӗнӗ вӗркӗш кӗртсе анлӑ аталантарасси (кунта ытларах Кӑмаша ялӗн тӗслӗхӗ пирки калаҫрӗҫ) тата ытти те.

Уяв яланхи пек кӑпӑклӑ сӑрасӑр, сарӑ мӑйӑрсӑр иртмерӗ. Ӗҫмелли-ҫимелли те сӗтел тулличчӗ, сӑмаварти чейпе (тӗрлӗ курӑкран вӗретнӗскерпе) сӑйланма май пурччӗ. Сӗтел ҫинче эрех пулмарӗ вара.

Юрӑпа вара кам кӑна савантармарӗ — Муркаш районӗнчи «Екрем» ушкӑнӗ те, музыка училищинчен ятарласа чӗнсе илнӗ студенткӑ та. Сӑмах калакансем хӑйсем те вӗсенчен юлмарӗҫ — Иван Христофоров, Анатолий Кипеч пӗр-ик юрӑ юрласа пачӗҫ.

 

Сӑнсем (46)

#Кӑмаша, #уявсем, #Шупашкар, #Екрем, #Сурхури, #Муркаш районӗ

 

Комментари:

tittagrishi // 1293.24.9770
2012.01.17 16:43
Чăваш сайчĕ çине кĕрес пулсан, акăлчан чĕлхине пĕлмесен питĕ кансĕр.Мĕншĕн çавăн пек тунă? Малтан чăвашла тумалла, е вырăсла.Эпĕ акăлчан чĕлхине пĕлместĕп.Администратăрăн тăрăшас пулать, чăвашсене чăваш сайчĕ çине кĕме,чăваш сайчĕпе усă курма.
2012.01.17 22:23
Аçтахар Плотников
Акăлчан чĕлхи хăш вырăнта кирлĕ вара? Чи малтан чăвашла пайĕнче тума тăрăшатăп та, акăлчан чĕлхи пулмалла мар пек туйăнать //е йăнăш вăл — апла пулсан пелтерĕр те эп ăна тӳрлетĕп.
Атилла // 5574.4.5423
2012.01.18 09:04
Ку çын мухмăрла пулчĕ пулас.Яндексра чаваш халах сайче тесе çырсан тÿрех сиксе тухать сайтăмăр.Мĕн тума кирлĕ сана акăлчан чĕлхи?Ятна чăвашла çырма вĕрен!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем