Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе йышӑннӑ айӑплава Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ ҫемҫетнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: 2015-2016 ҫулсенче экс-пуҫлӑх пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗнчен 2,7 миллион ытла тенке (вӑл кӳнӗ тӑкака) шыраса илтермен. Пай пуҫлӑхне вара унччен должноҫпа ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ пулнӑ, анчах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа амнистие лекнӗ. Хайхискер пурлӑха, 686 пин тенкӗ ытла тӑраканскере, арестран кӑларнӑ.
2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Олег Бирюков отставкӑна кайсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Приговора вара пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вуланӑ. Ун чухне ӑна влаҫ органӗсенче 2 ҫул ӗҫлемелле мар тунӑччӗ. Халӗ вара приговор ҫемҫелнӗ: унӑн ҫакнашкал должноҫсенче пӗр ҫул ҫурӑ ӗҫлеме юрамасть.