Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Чӑваш Енре 27 маршрута хупасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.01.2018 21:31 | 1970 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви республикӑри 27 маршрута хупма шухӑшлать. Ҫак ӗмӗте вӑл кӗркунне пурнӑҫласшӑн. Пӑрахӑҫлама палӑртнӑ хула ҫум тата хулапа хулана ҫыхӑнтаракан маршрутсем ҫынсене питех те кирлӗ мар-мӗн, вӗсем вырӑнне урӑххисем халех пур иккен. Апла пулсан пассажирсем маршрут шутне чакарнине сисмӗҫ, чарӑнура транспорт кӗтсе халтан каймӗҫ. Ҫапларах шухӑш-ӗмӗтпе республикӑн Транспорт министерстви ятарлӑ йышӑну проектне хатӗрленӗ.

Пассажирсем хӑш маршрутпа епле ҫӳренине Территори аталанӑвӗн тата транспорт инфраструктурин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ маларах тишкернӗ иккен.

Кӗркунне енне хупӑнмалли машрутсенчен чылайӑшӗ Шупашкартан тӗрлӗ яла ҫӳрекеннисем: Кӳкеҫе каякан 102-т, Ҫӗрпӗве каякан 103, Сӗнтӗрвӑррине каякан 113, Мамкана илсе каякан 145-к, 345, Ойкасине каякан 184, Вӑрманкассине каякан 185, Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 226, 232, 337-мӗш маршрутсем. Унсӑр пуҫне 539-мӗш, 562-мӗш, 548-мӗш, 620-мӗш, 639-мӗш, 642-мӗш, 673-мӗш, 389-мӗш, 231-мӗш маршрутсене кӗртнӗ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1068 ял-хулана общество транспорчӗ хутлать. Пассажирсене «Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) предприятисӗр пуҫне 8 организаципе 39 уйрӑм усламҫӑ турттарать.

#Мамка, #транспорт, #ҫул-йӗр, #Кӳкеҫ, #Транспорт министерстви, #Сӗнтӗрвӑрри, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем