Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ача пахчин ертӳҫине 170 пин тенкӗ кӗсйине чикнӗ тесе шанмаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 12.01.2018 11:56 | 1707 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Канашри ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Хӗрарӑм шӑпине ҫитес вӑхӑтра суд татса парӗ. Хайхискере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑй кӗсьине чикнӗшӗн айӑпласшӑн.

Следстви версийӗ ҫапларах: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен хӗрарӑм ертӳҫӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӑхӑр ҫынна самай пысӑк преми пама хушусем кӑларнӑ. Хайхи премине вара, налуксене тытса юлнӑ хыҫҫӑн, хӑйне тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫакна вӑл укҫа ача пахчин нушисене татса памашкӑн кирлипе сӑлтавланӑ е пачах нимӗн те шарламан. Хуҫа каланинчен иртейӗн-и вара? Ӗҫтешӗсем укҫана кӑларса тыттарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пӑхӑнмасӑр ача пахчин ертӳҫи 170 пин тенкӗ ытла хӑйӗн енчӗкне пуҫтарса чикнӗ имӗш.

Палӑртса хӑварар, следстви пынӑ вӑхӑтра 38 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, пӗтӗм хутсене тӗплӗ тишкернӗ.

#тӗрӗслевсем, #Канаш, #премисем, #укҫа-тенкӗ, #ача пахчисем, #судсем, #Канаш районӗ, #вӑрӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3527.77.1111
2018.01.13 08:48
Agabazar
Статья ячĕ тĕлĕшпе: Шанни/шанманни пирки мар, суда парасси пирки калаçмалла. Статьяра хăйĕнче те çавăн пиркиех каланă.
Agabazar // 3527.77.1111
2018.01.13 08:48
Agabazar
Статья ячĕ тĕлĕшпе: Шанни/шанманни пирки мар, суда парасси пирки калаçмалла. Статьяра хăйĕнче те çавăн пиркиех каланă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем