Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ферма уҫӑлать — ӗҫ вырӑнӗ тупӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.12.2017 06:29 | 1936 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал 138 инвестици проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Вӗсене хута яма тӗрлӗ хыснаран 3,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ инвестпроектсене пула 300 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ.

Маларах асӑннӑ проектсенчен пӗр пайне, 62-шне, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче, хута яни паллӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Уйрӑмах пысӑк суммӑллӑ, пӗлтерӗшлӗ тата хӑйне евӗр объектсенчен Патӑрьел районӗнчи С.А. Халитова фермер хуҫалӑхӗнче 1000 пуҫлӑх качака ферми уҫнине калама пулать.

Аса илтерер, Сериня Халитова фермер сӗте кӳршӗ регионсене — Мари Эла тата Удмурт Республикине — ӑсатнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Продукци кайнине кура фермӑна вӑл пысӑклатма шутланӑ.

#укҫа-тенкӗ, #Патӑрьел районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #хуҫалӑхсем, #Ял хуҫалӑх министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Убасси. // 1940.38.5810
2017.12.30 23:35
Эсир ҫакнашкал ҫыратӑр:
"Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал 138 инвестици проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Вӗсене хута яма тӗрлӗ хыснаран 3,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ".

Ҫак укҫапа миҫе савакан ӗне туянма пулать? Ҫав ӗнесем миҫе литр сӗт пама пултаратчӗҫ - ҫулталӑкра, 3-5-8 ҫулта. Вӗсем хӑйсемех, патшалӑхран ыйтмасӑрах, шалу укҫине ӗҫлесе илетчӗҫ.
Хуҫалӑхсенче, вара, ҫуррине вӑрласа пӗтереҫҫӗ, шалӑвне вӑхӑтра тӳлеменнипе халӑха нушалантарӗҫ, тата ытти те...

Шутласа илер ха: пӗр ӗне хакӗ 50 пин. Шутлӑр миҫе ҫынна <b>килти ӗҫ тупса пама пулатччӗ. 3,5 млрд тенкине 5 пине пайласа пӑхӑр...</b>

Станислав Убасси.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем