Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ачан пӗлӗвне хаклама пӗлмен вӗрентекенсене Станьял пенсисӗр хӑварма сӗнчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.12.2017 22:27 | 2835 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев паян чӑваш хастарӗсемпе тӗл пулчӗ — вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӗлпулӑва Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ.

Виталий Петрович Станьяла пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхе шутӗнче урӑххине суйланӑ чухне ҫав ачасем чӑваш чӗлхи урокӗнче ахаль ҫапкаланса ҫӳренишӗн пӑшӑрханни пулчӗ. Юрий Николаевич ачасене вӑл вӑхӑтра тӑван ен культурине вӗрентесси пирки пӗлтерчӗ. Ку ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ четвӗртре вӑя кӗресси пирки каларӗ. Виталий Петрович шкул планӗнче акӑлчан чӗлхи урокӗсен йышӗ чӑваш чӗлхинчен нумайрах пулнишӗн пӑшӑрханса каларӗ. Вӗренӳ министрӗ унашкалли ниҫта та ҫукки пирки пӗлтерчӗ, ҫакна шкулсен сайчӗсенче вырнаҫтарнӑ вӗренӳ планӗнче лайӑх курма пултарнине каларӗ. Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫине чӑваш чӗлхи урокӗсенче нимӗнле паллӑ лартманни те канӑҫсӑрлантарать. Юрий Николаевич шантарнӑ тӑрӑх паллӑ лартаҫҫӗ. Сӑмах май Виталий Петрович ачан пӗлӗвне тӗрӗс хаклама пӗлмен вӗрентекенсене пенсисӗр хӑварма сӗнчӗ.

Шурсухала кӑсӑклантаракан тепӗр ыйту — ача пахчисенче чӑваш чӗлхипе воспитани парасси. Юрий Исаев хуравӗнчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ — вӗренӳ министерстви ку тӗлӗшпе ӗҫлет. Тӗслӗхрен, методика кӑтартӑвӗсене хатӗрлет. Ҫавах та хӑш чӗлхепе ачана воспитани парасси паянхи саккунсем тӑрӑх ашшӗ-амӑшӗсенчен тата педагогсен коллективӗнчен килни пирки пӗлтерчӗ Юрий Николаевич.

Вӗренӳ министрӗн хуравӗсенче тата ҫакӑ паллӑ пулчӗ: наци лицейӗн ыйтӑвне пӑрахӑҫламан, унпа ӗҫлеҫҫӗ. Вӗренӳ министерстви ку тӗлӗшпе культура министерствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра ӑна валли Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Хула лаптӑкӗнче ҫӗр шыраҫҫӗ. Ыйтӑва тӗппипе ҫитес ҫулта татса памалла.

Тӗлпулӑва пынисене тӑван чӗлхене палӑртнӑ чухне миҫе ача валли ашшӗ-амӑшӗ чӑваш, вырӑс, тутар тата ирҫе чӗлхисене суйлани кӑсӑклантарчӗ. Чӑваш чӗлхине 84,3% (81 247 ача), вырӑслине — 14,1% (13 549 ача), тутар чӗлхине 1,3% (1 249 ача), ирҫе чӗлхине 0,09% (89 ача) суйлани паллӑ пулчӗ.

#вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #ачасем, #политика, #тӗлпулусем, #Вӗренӳ министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3665.61.2325
2017.12.20 22:33
Agabazar
Цитата: <<Тӗлпулӑва пынисене тӑван чӗлхене палӑртнӑ чухне миҫе ача валли ашшӗ-амӑшӗ чӑваш, вырӑс, тутар тата ирҫе чӗлхисене суйлани кӑсӑклантарчӗ. Чӑваш чӗлхине 84,3% (81 247 ача), вырӑслине — 14,1% (13 549 ача), тутар чӗлхине 1,3% (1 249 ача), ирҫе чӗлхине 0,09% (89 ача) суйлани паллӑ пулчӗ.>>
=======================================

Кусем тата мĕнле циффирсем? Проценчĕсене мĕнрен илнĕ?
Шупашкар пирки сăмах пырать-и? Е Республикăран пĕтĕмпех?
Хамăрял // 1789.1.3276
2017.12.22 15:06
Ăçта кунта чăваш хастарĕсем. Ку суваз , те сувар хастарĕ, ку та суваз, те сувар хастарĕ, а кăна вара пĕлме çук. Ара калаçчĕр çук суваз , сувар чĕлхи пирки, вĕсемсĕрех чăваш (булгар) чĕлхи пулнă, пур, пулать.
Алюш // 5102.9.3657
2018.01.02 00:37
"Ара калаçчĕр çук суваз , сувар чĕлхи пирки, вĕсемсĕрех чăваш (булгар) чĕлхи пулнă, пур, пулать." -ан пăтранса ларăр-ха. кунта чăваш чĕлхи пĕтсе пырать, эсир тата халăха суваз пирки калаçатăр. ...
Тĕрĕс ыйту- ача пахчинче чăваш чĕлхипе воспитани парасии..ялта ашше-амăшенчен " ма ачусемпе вырасла калаçатăр " тесе ыйтатăнта- "садикре вырăсла калаçаççĕ те ачана йывăр пулать " теççĕ. Тĕрĕс калаç...
хам курнă пример: ашшĕ ачипе килте чăвашла кăна калаçтарать. Воспитательнци тÿррĕн каланă- "Ачине вырăсла вĕрентĕр-ха, нимĕн те ăнланмасть. Пирĕн обучени программи вырăсла, ман уншăн кăна чăвашла калаçма тивет". Вара шкула кайсан чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕренеççĕ..( пĕрри асламăшне "нас в школе французкому учат" тенĕ тет те чăвашла предложени каланă тет....Хулара та мар вĕт ĕнте..

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем