Паян, юпан 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски шкулӗнче (Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ) Юрий Филиппович Ефимов ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа конференци иртрӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла иртсен, 2 сехетре пуҫланчӗ. Шкулти акт пӳлӗмне халӑх туллиех пуҫтарӑнчӗ. Кунта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ӗҫтешӗсем, тӑванӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, шкул ачисем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни хӑйӗн сӑмахӗнче ӑсчаха тивӗҫлӗ хаклама тӑрӑшрӗ — ун кун-ҫулне, ӗҫне, тӗпчевре хӑварнӑ йӗрне уҫса пачӗ.
Ефимов Юрий Петрович — Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш чӗлхеҫи. Ҫут тӗнчене вӑл 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче килнӗ, 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Юрий Петрович Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1972-75 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче аспирантурӑра вӗренсе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1978) пулса тӑнӑ.
Ӗҫлессе вӑл тӗрлӗ вырӑнта тӑрмашнӑ: «Пионер сасси» хаҫат редакцийӗнче, чӑваш телевиденийӗнче. 1979 ҫулта, хӑйӗн пурнӑҫне ӑслӑлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ хыҫҫӑн, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ преподаватель пулнӑ. 1991 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗнче вӑй хунӑ.
Сӑнсем (53)