Ҫак кунсенче Рязань хулинче «Воспитатель года — 2017» (чӑв. Ҫулталӑк воспитателӗ — 2017) пӗтӗм ҫӗршыври конкурс иртнӗ. Унта шӑпӑрлансемпе ӗҫлекенсем Раҫҫейӗн 75 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ конкурса Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова та хутшӑннӑ.
Раҫҫейри пултарулӑх ӑмӑртӑвне кайиччен вӑл хулари тата республикӑри конкурссенче хӑйӗн кулленхи тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсемпе пӗр чӗлхе тупма та пӗлмелле, вӗсене аталантарассипе те ҫине тӑмалла. Ҫак енсем хӑйӗнче пуррине вӑл ӑсталӑх сехечӗсен вӑхӑтӗнче туллин кӑтартса панӑ.
Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова ҫӗршыври конкурсра малай тухайман пулин те уншӑн хуҫӑлман. Конкурсра Орлов облаҫӗнчи Дарья Курасова ҫӗнтернӗ.