Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпан 2-мӗшӗнче Культура Марафонӗн йӗркипе Шупашкар районне кӗрекен Иккассинчи Культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Василий Леканов пьесипе лартнӑ «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ. Чи малтан ҫак яла хӑнана килсе каяссине сцена ӑстисем ахаль суйламан паллах. Кунта, юнашарти Платка ялӗнче, РФ тава тивӗҫлӗ, ЧР халӑх артисчӗ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралса ӳснӗ, раштавӑн 15-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитет. Спектакле паллӑ артистӑн тӑванӗсемпе тус-юлташӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ, Шупашкартан килнӗ сцена ӑстисен вӑййине килленсе курса ларчӗҫ.
Марафон вӗҫленмен — малалла тӑсӑлать. Сӑмахран, юпан 4-мӗшӗнче артистсем Апашри клуб-музейре Николай Угарин пьесипе лартнӑ «Савнӑ кин» спектакль кӑтартнӑ. Ыран вара, юпан 8-мӗшӗнче, Тутаркассинчи Пултарулӑх ҫуртӗнче куракансем валли «Юратсан юрлас килет» спектакль пулӗ. Вӑхӑт тупса кайса килме ан манӑр!
