Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Республикӑра: Культура министерстви пуҫлӑхсене тупаймасть

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 18.10.2017 18:48 | 1308 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Николай Муратов
Николай Муратов

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви хӑйне пӑхӑнакан учрежденисен ертӳҫисене суйламалли конкурс ирттернӗ. Ҫавсен шутӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗ патшалӑх архивӗ, Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ пур. Вӗсенчен кашни валлиех министерство пуҫлӑхсем шыранӑ, анчах пӗрин валли те палӑртма май килмен.

Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи иккӗшӗ валли пӗрер ҫын ҫеҫ конкурса хутшӑннӑ, культура эткерлӗхне упракан центр ертӳҫине ларма вара пӗр ҫын та ӑнтӑлман.

Рита Кириллова шухӑшӗпе культура отраслӗнчи «зубрсене» (вырӑс чӗлхинче ку сӑмахпа пысӑк шайри специалиста хакланӑ чух усӑ кураҫҫӗ) кӑларса яраҫҫӗ те унта ӑнтӑлакансем пуласси иккӗленӳллӗ. Пысӑк шайри специалистсен хушшинче журналист Николай Муратов (вӑл Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ) тата Наталья Фошина (Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн тата культура керменӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ) ячӗсене асӑннӑ.

#Культура министерстви, #ӗҫ вырӑнӗсем, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 4063.12.8537
2017.10.18 23:36
"Зубрсем" - малтанхи министрсем валли пулнă. Пирĕн халăх валли хамăр ял "зубрсем" кирлĕ ĕнтĕ. Ĕлĕкхи влаççем хамăррисене йăшăнмаччĕ. Çич ют çынсене лартнăччĕ. "Советская Чувашия" та çакăн пек пулнăччĕ. Таçтан варягсене Шупашкара илсе килнĕччĕ. Ку КПССăн "интернационаллă" "кадровая политика" пулнăччĕ. Н.Фёдоровăн ушкăнĕ те çакă "кадровая политика" малтанхи КПСС Чăваш обкомĕн пай пуçлăхĕсем те ертсе пынăччĕ...
Шыракан - тупать. Хамăр хастарсем çук мар пуль. Е пурте Чăваш Енчен Мускава тухса кайрĕç?
Agabazar // 6186.4.8163
2017.10.20 20:51
Agabazar
Çичĕ ютран килнĕ "зубрсем", Хамăр патри "зубрсем"....
Армути // 2674.35.6064
2017.10.23 04:04
Шалуллӑ вырӑн пушӑ лармӗ!
Мӑрат " вӑкӑрӗ" чиркӳ картинче ҫеҫ ҫӳрерӗ, вӑйӑ картине уҫма, Чӑваш Керемне лартма чарчӗ. Шупашкарти чӑвашсен паллӑ вырӑнӗсене йӑлт пӗтерчӗ... Паллах, ун пек "вӑкӑр" шулӗксемшӗн ылмаштарми " паха".т

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем