Ҫӗрпӳ районӗнчи «Гвардия» тата «Правда» хуҫалӑхсенче хӗрӳ вӑхӑт пырать. Унта сенаж хатӗрлеҫҫӗ.
Ку хуҫалӑхсенче сенажа хальхи йышши техникӑпа усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ апат пахалӑхне те, сӑвӑма та лайӑх витӗм кӳрет.
Сергей Никитин хуҫалӑхӗнче иртен пуҫласа каҫчен хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Сенажа чӗркекен техника ӗҫе хӑвӑртрах, лайӑхрах тума пулӑшать. Ӑна хуҫалӑх виҫӗ ҫул каялла туяннӑ.
Сергей Никитина ҫак техникӑна туяниччен ют ҫӗршыври хуҫалӑхсен опычӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ техника курӑка ҫулса тӗркене пуҫтарсанах ӑна хутаҫпа чӗркемелле. Сывлӑш кӗртмест вӑл, ҫавна май бактерисем ӗрчемеҫҫӗ. Уйра хӗл каҫарма хӑварсан та нимӗн те пулмасть.
Ҫӗнӗ техника усӑ панӑ. Кӑҫал хуҫалӑхра сӑвӑм ӳснӗ. Сӑмах май, Сергей Никитин техникӑна 4 миллион тенкӗпе туяннӑ. Вӑл хӑйӗн хакне кӑларнӑ ӗнтӗ.