Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хамӑр пурӑнакан ҫурта, урама, тӑван яла тасалӑхра, тирпейлӗхре тытмалла. Анчах хӑшӗ-пӗрин пирки «эгоист» теес килет. Унашкал ҫынсемшӗн пӳрте, картише тасалӑхра тытни те ҫителӗклӗ. Урамра, ҫывӑхри ҫырма-ҫатрара ӑпӑр-тапӑр йӑваланнине куҫ курмасть унӑн.
Тепӗр тесен, ҫавнашкал ҫынсемех варалаҫҫӗ пулӗ-ха. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрварри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пулса курма тӳр килчӗ. Питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ял. Сӑртлӑ вырӑн чӑннипех те куҫа илӗртет. Малтанах ялти урамсем тирпейлӗ пулнинчен, пӗр ҫӳп-ҫап та йӑваланманнинчен тӗлӗнтӗмӗр. «Питӗ таса, тирпейлесех тӑраҫҫӗ пулмалла», - шухӑшларӑмӑр эпир. Анчах кайсан-кайсан тарӑн ҫырма куҫ тӗлне пулчӗ. Унта вара ҫӳп-ҫап – купипех! Ав ӑҫта килсе тӑкаҫҫӗ ӑпӑр-тапӑра. Вырӑнти депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫав «свалка» кӑҫал ӳссе ларнӑ. Пӗлтӗр те ҫавнашкал ӳкерчӗк пулнӑ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа пушарнӑй машини чӗнсе илсех ҫунтарнӑ. Кӑҫал каллех ҫав купа ӳссе ларнӑ. Чи тӗлӗнмелли – ялти ҫынсенчен нихӑшӗ те унта ҫӳп-ҫап килсе пӑрахнине йышӑнмасть. Пӗлӗтрен тӑкӑнать-шим вара? Ялти тарӑн ҫырмана кам ӑпар-тапӑр килсе петӗр ӗнтӗ?
Туппай Сӗмӗл ялӗнче ҫырма темиҫе те пур. Тепри куҫ тӗлне лекрӗ. Вӑт ӗненетӗр-и: унта та ҫавнашкал лару-тӑру хуҫаланать. Ҫынсем хӑйсем валли ҫӳп-ҫап пемелли вырӑн тупнӑ – ҫырма. Анчах ку таса та тирпейлӗ урамсене, яла илемсӗрлӗх кӳнине ӑнланаҫҫӗ-ши вӗсем? Тем тесен те, ҫапла хӑтланма юрамасть, ҫутҫанталӑка кӑштах та пулин хисеплемелле.
Тӗслӗхрен, пирӗн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ку тӗлӗшпе питӗ ҫирӗп. Урамра, ҫырма-ҫатрара, ҫул хӗрринче ҫӳп-ҫап выртнине курсанах пуҫтарма хушать. Яла ятарласа контейнер килсе лартрӗҫ. Халӗ ял ҫыннисем ҫӳп-ҫапа миххе тултарса унта кайса хураҫҫӗ, ятарлӑ машина килсе тиесе каять.
Ялта унашкал контейнер пулмаллах. Ҫынсем пур ҫӳп-ҫапа та ҫунтарса яраймаҫҫӗ вӗт. Ҫунманнисене ӑҫта та пулин вырнаҫтармалла-ҫке. Тен, Туппай Сӗмел ялӗнчи ҫынсем ҫавӑнпа ӑпӑр-тапӑра ҫырманалла сӗтӗреҫҫӗ? Ун пек каласа тӳрре кӑларма ҫук-ха вӗсене. Ҫырма-ҫатрара ҫунман ӑпар-тапӑр ҫеҫ мар, хут, хутаҫ таврашӗ те йӑваланса выртать. Октябрьски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ку ыйтӑва мӗнле те пулин татса памаллах, ҫырма-ҫатрана ҫӳп-ҫап ӑшне путма памалла мар.
