Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ саламланӑ.
«Пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫителӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ытти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн саламӗнче.
Республика Элтеперӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, «ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑнать, вӑл телейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе тулать.
Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллӑрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пултартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑка тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла».