Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫӗр сӗткенпе этем эп пулнӑ...»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Родионов 05.03.2017 19:06 | 4956 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Ҫак йӗркесене эпӗ Григорий Скворцовӑн «Манӑн несӗл» ятлӑ сӑввинчен илтӗм. Хайлав ҫапларах йӗркесенчен пуҫланать:

Мӑн Хапӑсра ҫуралнӑ эпӗ,

Унтах эп ӳснӗ пӗчӗкрен,

Ҫӗр ӗҫлекен хресчен хисепӗ

Йӑхра ман пулнӑ ӗмӗртен.

Ман асатте сухаҫӑ пулнӑ,

Ҫӗре юратнӑ чӗререн,

Ҫу кунӗнче ҫаран та ҫулнӑ,

Е тырӑ вырнӑ ҫур ҫӗрччен.

Сӑвӑҫӑн аслашшӗ (маҫакӗ) Ҫтаппан ятлӑ пулнӑ, вӑл ывӑлӗсене яланах ӗҫлеме хистенӗ, ҫӗр ӗҫне юратма хӑнӑхтарнӑ, суха тутарнӑ, сӳре сӳреттернӗ, чӑн чӑваш (ӗҫченлӗх — чӑвашлӑхӑн пӗр палли-ҫке!) пулма вӗрентнӗ. Хальхи Вӑрнар районе кӗрекен Мӑн Хапӑс хресченӗн ывӑлӗсенчен пӗри — Константин ятли — чи хастарри те ӗҫченни пулнӑ, вӑл ялта колхоз йӗркелекенсен пӗри пулнӑ, бригадирта ӗҫленӗ. Акӑ мӗн ҫырать хӑйӗн ашшӗ ҫинчен Анатолий Емельянов ҫыравҫӑн ентешӗ (Г. Скворцов А. Емельяновпа пӗр ялтан, килӗсем те вӗсен пӗр-пӗринчен инҫех мар вырнаҫнӑ):

Атте ман ӳснӗ, тӗрекленнӗ,

Вӑй хунӑ уй-хирте ялан,

Колхоз тума йышпа ҫӗкленнӗ —

Йӑрансӑр юлнӑ чи малтан.

Мӗнпур чӑваш ывӑл-хӗрӗшӗн юрӑхлӑ хаклав ку, ҫав пӗтӗмӗшлерех каланӑ хушӑрах чун-чӗре уҫӑлӑхӗпе тасалӑхӗ те сисӗнет ҫак ансатлӑхра. 1930-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем пирки паян тӗрлӗрен хак парса ҫыраҫҫӗ пулсан та сӑвӑри лирика харкамҫи (геройӗ) ашшӗн биографине хурламасть, ӑна вӑл сӑвапа кӑларать. Чӑн та, ҫав колхоз йӗркелекен ҫынсемех 1941 ҫулта Аттелӗх вӑрҫине васкаҫҫӗ, чӑн-чӑн тӑшманпа хаяррӑн тытӑҫаҫҫӗ, юн юхтараҫҫӗ. Сӑвӑҫ ҫакӑн ҫинчен те кӗскен каласа парать:

Кӗҫех хыпса хӗрелчӗ анӑҫ,

Тӑван ҫӗре хуплать тӑшман.

Пире сунса телей те канӑҫ

Фронта васкать аттеҫӗм ман.

Хӑҫан? Ӑҫта? Мӗнле пуҫ хунӑ?

Пӗлместӗп эпӗ ун ҫинчен.

Анчах ыр ячӗ унӑн юлнӑ

Ял-йыш, тӑванӑм хушшинче.

Ятарласа шыраттарнӑ хыҫҫӑн Григорий Константинович хӑйӗн ашшӗ хӑҫан, ӑҫта тата мӗнле пуҫне хунине пӗлет. Вӑл пӗчӗк Кӗркури виҫӗ уйӑхра тата сакӑр кунта чухне ҫӗр-шыва хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ иккен. Урӑхла каласан, 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗш кунӗнче ҫӗре кӗнӗ, ӑна Новгород облаҫне кӗрекен Половски районӗнчи Херенки ялӗ ҫывӑхӗнче пытарнӑ.

Ашшӗне пӗрре те курман, вӗсен ӑшшине пачах та туйман вӑрҫӑ ачисем мӗн чухлӗ пулӗ пӗтӗм ҫӗр-шывӗпе, ҫав шутрах Чӑваш енре те. Хам пӗлекен вун-вун ҫыравҫӑпа тӗпчевҫӗн ашшӗ вӑрҫӑра е унтан аманса таврӑнса вилнӗ. Ҫак пулӑм уйрӑмах ывӑл ача чӗрине тарӑн суран туса хӑварнине чылайӑшӗ пӗлет, унӑн ахрӑмне вӑрҫӑ ачисен хайлавӗсенче те ҫӑмӑллӑнах тупать. Григорий Скворцов — ҫав вӑрҫӑ ачисенчен пӗри. Вулар-ха малалла, акӑ еплерех калаҫать вӑл хӑй курман ашшӗпе:

Ҫулсем иртеҫҫӗ, вӑхӑт чӑрсӑр,

Халь ҫуккӑ эсӗ пирӗнпе.

Сӗтел ҫине ҫӗн кашӑк, ҫӑкӑр

Хуратӑп сан ятпа ирпе.

Ҫӗр сӗткенпе этем эп пулнӑ,

Йӗр хӑварасшӑн ҫӗр ҫине.

Атте, санран пепке эп юлнӑ,

Халь хам та ашшӗ ҫак килтех.

Кӗркурине (эпӗ хам ӑна яланах Гриша тесе чӗннӗ) шӑпа тӗрлӗ йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернӗ, тӗрӗсленӗ: 1992 ҫулта унӑн куҫ ҫутийӗ пӗтнӗ, суккӑр пулса ларнӑ, каярах кӗҫӗн хӗрӗ, шӑпах ашшӗ ҫулӗпе кайнӑскер, ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ тата ыт. те. 1960 ҫулта Хапӑсри вӑтам шкулта вӗренсе тухсан вӑл «Самолёт» ятлӑ хуҫалӑхра ӗҫленӗ, тепӗр виҫӗ ҫултан ял канашӗн счетовод-кассирӗнче вӑй хума пуҫланӑ. Ҫав ҫулах пулас сӑвӑҫ тата тавра пӗлӳҫӗ Вӑрнар районӗнчи комсомол райкомӗн инструкторӗ, тепӗр икӗ ҫултан пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. Карьера ҫулӗ пачах та илӗртмест ашшӗсӗр ҫитӗннӗ вӑрҫӑ ачине, вӑл аслӑ пӗлӳ илме тӗв тӑвать. Ҫапла вара, Мӑн Хапӑс каччи 1966 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн, тепӗр ҫултан Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ пулса, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе литературисене тарӑннӑн вӗренме пуҫӑнать. Эпӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ университета вӗренме 1970 ҫулта кӗнӗччӗ, ун чухне Григорий Скворцов, Герман Желтухин, Виталий Никишин, Василий Федотов, Николай Григорьев тата ытти хастар яшсем юлашки курса ҫитнӗччӗ. Университет общежитийӗнче Гриша мӑшӑрӗ Галина Михайловнӑпа пулкалатчӗ те пире тутлӑ яшка пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Ун чухне студентсемшӗн ҫакӑ уяв пекех туйӑннӑ ӗнтӗ.

Григорий Константиновича эпӗ университета вӗренме кайичченех, вӑл комсомол райкомӗнче ӗҫленӗ ҫулсенчех, курнӑ, унпа ялкорсен канашлӑвӗсенче те пӗрре кӑна мар тӗл пулнӑ. Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» ятлӑ хаҫатӗнче унӑн тӗрлӗ тӗрленчӗкӗсемпе хыпарӗсене те кӑсӑклансах вуланисене астӑватӑп. Пӗрремӗш сӑвви ҫав хаҫатра 1964 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кун ҫути курнӑччӗ. Хушӑран республика хаҫачӗсемпе журналӗсенче те пичетленкелетчӗ вӑл (сӑмахран, 1966 ҫулта икӗ сӑвви «Тӑван Атӑлта» тухнӑччӗ), П. Ялкир ертсе пыракан литература пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне те хастар хутшӑнатчӗ. Каярах Григорий Константинович Хапӑс шкулӗнче ачасене тӑван ен культурине юратма вӗрентрӗ, хаҫатсенче ҫине-ҫинех материалсем пичетлерӗ, Ирина хӗрӗпе «Мӑнял Хапӑс ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ кӗнеке хатӗрлесе кӑларчӗ. 1998 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин хисеплӗ тавра пӗлӳҫи» ята парса чысларӗҫ. Чӑннипех тивӗҫлӗ ят.

Ман шутпа, Григорий Скворцовӑн паллӑрах хайлавӗсенчен унӑн «Хура ҫӑкӑр — хура ҫӗр» поэмине кӗртмелле. Унти тӗп сӑнар — калуҫӑн пускилӗ, «Пуҫ тайман Савир Энтюкӗ» П. Хусанкайӑн Тиллине, «Аптраман таврашӗнчи» Элюк асаттене аса илтерет (вӗсем хӑйсен аптраманлӑхӗпе, философ пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ). Акӑ мӗнле сӑмахсем калать Энтюк мучи:

Хура ҫӑкӑр вӑл хура

Хура халӑх акнӑран,

Хура ҫӑкӑр вӑл хура

Хура халӑх пухнӑран,

Хура ҫӑкӑр вӑл хура

Хресчен ӗҫӗ йывӑртан —

Паян мар-ха, авалтан,

Тарпа ҫӑкӑр ҫӑрнӑран...

Ҫитмӗл пилӗк ҫул вӑл тӳпе мар-ха, татах ҫырас кӑмӑллӑ пирӗн тусӑмӑр: «Тур парсассӑн сывлӑхне / Пӑрахмас ҫыру ӗҫне. / Кӗнеке те кӑларас, / Халӑха парасчӗ сас». Ҫапла пултӑр! тесе сывлӑх сунатпӑр халӑх академикне!

 

Виталий Родионов,

филологи докторӗ, профессор, Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑх тава тивӗҫлӗ деятелӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#пултарулӑх, #культура, #Вӑрнар районӗ, #Мӑн Хапӑс

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем