Паян, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, унччен усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Иванов 1974 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра истори факультетӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл «Антей-сервис» тата «Кодак-экспресс» фотоцентрсенче ӗҫленӗ.
2012–2013 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн канашҫи пулнӑ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗленӗ. Владимир Иванов арӑмӗпе пӗрле икӗ ачана воспитани парать.