Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗн пӗчӗк залӗнче «Тӑван чӗлхене вӗрентме, ачасене воспитани пама этнопедагогика майӗсемпе усӑ курасси» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Пуҫтарӑннисем умӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич, унӑн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Краснов Михаил Николаевич, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Архипов Геннадий Николаевич, педагогика тата Чӑваш патшалӑх университечӗн, вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, чӑваш вӗрентекенӗсем тухса калаҫрӗҫ.
Сӑмах ытларах чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, унӑн обществӑри тӳпине ӳстерес, ӑна шкулсенче вӗрентес ӗҫсем тавра пычӗ. Хӗрӳ калаҫура нумай ҫивӗч ыйтӑва хускатрӗҫ. Вӗсене татса памалли майсене йышпа шырарӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртма тӑрӑшрӗҫ.
Конференци концертпа вӗҫленчӗ.
