Чӑваш Енӗн Правительствинче тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Хальхи вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекенни пулӗ.
Канашӑн положенийӗнче каланӑ тӑрӑх, ку органӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсемпе, ҫак влаҫӑн территорисенчи органӗсемпе, ӗҫ тӑвакан влаҫпа ҫыхӑну тытмалла. Унӑн Конституцине тата Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн саккунӗсене пӑхӑнса тӑмалла.
Йышӑнура каланӑ тӑрӑх, канашӑн вӑрман хуҫалӑхӗнчи приоритетлӑ тата малашлӑ плансене тишкермелле тата палӑртмалла. Вӑрмансене хӳтӗлесси те ун ҫинче пулӗ. Отрасле укҫа-тенкӗ илсе килесси пирки те канашӑн пуҫ ватмалла.
Ҫӗнӗ канаш пирки йышӑнӑва республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ. Паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.