Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Шантарнӑ хваттере кӗреймен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 13.01.2017 17:26 | 1602 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр
«Алза» хӑпартакан ҫурт
«Алза» хӑпартакан ҫурт

Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑпа хваттерлӗ пулас текенсене хваттер уҫҫи Ҫӗнӗ ҫул умӗн те лекмен. 4-мӗш позици шутланаканскерте хваттер туянма шутланисене пӗлтӗрхи раштавӑн 21-мӗшӗ тӗлне хваттер уҫҫи тыттарма пулнӑччӗ, малтан шантарнӑ вӑхӑтра (ку датӑна малтанласа 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ тесе палӑртнӑ) уҫӑ илейменнисене 50 пин тенкӗ компенсаци сӗннӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗрессине 2014 ҫулта калаҫма пуҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗре (хваттер хакӗн пӗр тӑваткал метрӗ 30 пинтен иртмелле марччӗ) 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр хӑпартмаллаччӗ.

Йӳнӗ ҫурт-йӗре Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе тумаллаччӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе купалама шантарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартмаллаччӗ. Шупашкарти «Гремячево» микрорайонти хваттерсене 30 пин тенкӗпе «Устра» общество ҫӗклемеллеччӗ.

«Соляное» микрорайонта хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекенсене кӗтнӗ кун кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫитессе шантарнӑ.

.

#Соляное, #Ҫӗрпӳ, #Кайри Ункӑпуҫ, #Шупашкар районӗ, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем