Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ӳнер ӑмӑртӑвӗ вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2011 15:08 | 2157 хут пӑхнӑ
Андреева Анастасия ӗҫӗ
Андреева Анастасия ӗҫӗ

Эрнекун, пушӑн 25-мӗшӗнче «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятлӑ ӳнер ӑмӑртӑвӗн юлашки ӗҫӗсене йышӑнтӑмӑр. Ҫапла май вӑл вӗҫленни ҫинчен пӗлтеретпӗр. Ку ӑмӑрту хӑйне евӗрлӗ пулчӗ ӗнтӗ — эпир вырӑн палӑртмӑпӑр, ӳкерчӗксенчен чи илемлине суйламӑпӑр. Кам хутшӑннӑ — кашни хӑйне ҫӗнтерӳҫӗ теме пултарать. Парне вара — маларах каласа хӑварнӑ тӑрӑх — сирӗн ӳкерчӗк кӗнекере пичетленни пулӗ.

Ӳнер ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама май пур: пӗтӗмӗшле 30 ӗҫ ярса пачӗҫ, вӗсенчен иккӗшне, пахалӑхӗ ытла та япӑх пулнӑран, тӳрех пӑрахӑҫлама тиврӗ. Ыттисене КУНТА курма пултаратӑр.

Шел те, кӗнекере пичетлеме юрӑхлисем вӗсен шутӗнче нумаях мар. Ӑмӑрту йӗркине ӑнлантарса панӑ чухне тӗрлӗ тӗссене сахалтарах усӑ курмалли пирки каларӑмар пулин те хӑшӗ-пӗри пирӗн сӗнӗве шута илмен. Нумай сӑрласа тултарнисем те пур. Унашкал ӗҫсене кӗнекене кӗртме ытла та йывӑр. Теприсем тата ӗҫе хӑш хайлав тӑрӑх ӳкернине кӑтартман — пирӗн вӗсене тахӑш ҫумне вырнаҫтармалла тет...

Ӳнер ӑмӑртӑвне Елчӗк, Комсомольски, Канаш, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсенчи ачасем хутшӑнчӗҫ. Галина Веникова ҫырнӑ «Тусӑм» калавӗ вара чылайӑшне килӗшнӗ — ӑна тӗпе хурса пурӗ 6 ӳкерчӗк таранах тунӑ. Паллах, пурне те вӗсене кӗртме май ҫук. Малтанхи пӗтӗмлетӳпе кунта паллашма май пур — http://docme.ru/0s5 (PDF, 58 Kb).

Кӗнеке пирӗн хальхи вӑхӑтра калӑпланать ҫеҫ, хӑш ӳкерчӗксене унта кӗрмеллине палӑртатпӑр ҫеҫ. Ҫавна май, хӑш-пӗр информацие пире пӗлтерме маннисем вӗсене ярса парайраҫҫӗ — кӗтетпӗр.

 

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн, кӗнекене кӑларма ӳкерчӗксемпе пулӑшнӑшӑн — пурне те пысӑк тав!

#Елчӗк районӗ, #Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса..., #конкурссем, #Комсомольски районӗ, #Канаш районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Муркаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем