Ҫак самантра Швецинче биатлон енӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсен хутӑш эстафети вӗҫленчӗ. Шел те, Раҫҫей ушкӑнӗ унта тӑваттӑмӗш вырӑн кӑна йышӑнайрӗ. Антон Шипулин выртса та, тӑрса та тӗл пенине кура самай вӑхӑт виҫҫӗмӗш вырӑнта (ӑна вӑл юлашкинчен пенӗ хыҫҫӑн йышӑнчӗ) пычӗ, анчах финиша темиҫе утӑм юлсан Итали спортсменӗ иртсе кайрӗ.
Хутӑш эстафетӑра пирӗн ҫӗршыв биатлонисчӗсенчен маларах асӑннӑ Антон Шипулинсӑр пуҫне Максим Цветков тата Ольга Подчуфаровапа Татьяна Акимова чупрӗҫ. Трансляци каярах юлса пуҫланнине кура хӗрарӑмсене пӑхма май килмерӗ те, анчах каярах тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Акимова эстафетӑна кая юлса ҫитнӗ, ҫавна пула вӑл вӑхӑт ҫухатнӑ. Татьяна Акимова — пирӗн ентеш. Sports.ru сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, ентешӗмӗр йӗлтӗр ҫаклатайманнипе Раҫҫей ушкӑнӗ темиҫе ҫеккунт ҫухатнӑ.