Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тобольскра Бичурин хӑми уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 22.11.2016 07:03 | 2117 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Тобольскра Бичуринӑн асӑну хӑми уҫӑлнӑ
Тобольскра Бичуринӑн асӑну хӑми уҫӑлнӑ

Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ нумаях пулмасть хӑйӗн 25 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ҫавна май унта «Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей» (чӑв. Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.

«Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен хутлӑхӗ паян) интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи кӑна мар, ытти патшалӑхри хӑнасем те хутшӑннӑ.

Виҫӗ кунлӑ форум Горьковка ялӗнчи шкулта чӑваш культурипе уҫӑ урок ирттернипе уҫӑлнӑ. Тепӗр кун Тӗменти культура институтӗнче Бичурин вулавне пуҫтарӑннӑ. Ҫав кунах чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ концерт иртнӗ. Виҫҫӗмӗш кун Тобольскри Декабристсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫинче (унччен вӑл ҫуртра ял хуҫалӑх колледжӗ пулнӑ) Никита Бичурин китаеведӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Барельеф ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Здесь в Знаменском монастыре жил и преподавал в Тобольской духовной семинарии (1806—1807) великий сын чувашского народа Никита Яковлевич Бичурин (29.08.1777—11.05.1853), в монашестве — архимандрит Иакинф, выдающийся учёный востоковед, один из основоположников российского китаеведения» (чӑв. Кунта чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, манах вӑхӑтӗнче — Иакинф архимандрит, хӗвелтухӑҫ культурине тӗпченӗ паллӑ ӑсчах, Раҫҫейре китаеведенине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри Никита Яковлевич Бичурин (29.08.1777—11.05.1853) Знаменск мӑнастирӗнче пурӑннӑ тата Тобольскри тӗн семинарийӗнче (1806—1807) вӗрентнӗ).

P.S. Сӑмах май, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, хӑмана ҫанталӑк сиввине пула ҫав кун уҫман.

#Тӗмен, #культура, #Тӗмен облаҫӗ, #чӑвашлӑх, #Тобольск

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем