Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре туса илекен сухан вӑрлӑхӗн 30 проценчӗ — асӑннӑ мунципалитет тӳпи. Ҫакӑн пирки вӑл юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районта пулнӑ чухне каланӑ. Ҫав кун вӑл тӑрӑхри Валерий Кузнецов пахчаҫимӗҫ упрамалли ҫӗнӗ объект уҫнӑ. Сӑмах май, кӑҫал кӑна патӑрьелсем ултӑ усравлӑх хута янӑ.
Валерий Кузнецов фермерӑн акса ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ 150 гектар йышӑнать. Ҫав шутран 10 гектар ҫинче фермер сухан вӑрлӑхӗ ӳстернӗ. Вӑрлӑха Амур, Свердловск, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр тата Челепи облаҫӗсене ӑсатать. «Пирӗн районта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ мал ӗмӗтлӗ те талпӑнуллӑ фермер.