Нумай пулмасть Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ (ЧОКЦ) темиҫе ҫул маларах тухнӑ «Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» плаката ҫӗнетсе кӑларчӗ. Ӗҫе йӗркелекенни — ЧОКЦ хастарӗ, Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчен тухнӑ А.Н. Щукин предприниматель. Вӑл ҫак сумлӑ, кашни килте ҫакӑнса тӑма тивӗҫ плаката хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.
Плаката М.Н. Юхма ӗҫӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кунта кашни чӑваш хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе тата аслашшӗсемпе паллашма пултарать. Чӑвашӑн чаплӑ ҫыннисен речӗ Меттерен (пирӗн эра умӗнхи II ӗмӗр) пуҫланать, вӗҫӗнче Иван Яковлевич Яковлев тӑрать. Кунтах Купрат, Кӑтра-паттӑр, Айтар, Челпир, Ылтӑнпик, Пӑрттас, Пайтул, Чӑваш Хвети, Эмине. Плакатра ҫавӑн пекех авалхи чӑваш хулисемпе те паллашма пулать: Хӑнакур, Саркел, Аслӑ Пӑлхар, Сӑвар, Кӗрнек, Тикеш, Таяпа. Илемлетме В.И. Агеев, В.А. Гафидов, Л.Я. Павлов ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ.
Плаката календарь евӗр хатӗрленӗ. Кунта эсир 2011, 2012, 2013 ҫулсенчи календарьсене курайратӑр.
Туянас тесен ӑна ЧОКЦра сутаҫҫӗ.
Тимĕрке Митяй // 1670.73.8917
2011.01.25 18:11 | |
Галина Зотова // 2502.57.2381
2011.01.25 20:10 | |
Хакĕ еплерех-ши? | |
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.25 21:26 | |
Календарь-плакат пысăкрах пулнипе почтăпа яма хаклă ларать пулĕ.ЧОКЦа шăнкравлăр 58-65-06.Хакĕ 100 тенкĕ пулас.Андрей Щукина пĕлетпĕр.Маттур та пултаруллă чăваш,хамăр халăхăн пуян историне пропагандăлас ĕçре нумай вăй хурать.Сувар фондпа та тачă çыхăнса ĕçлеть. | |
Аçтахар Плотников // 1196.80.1678
2011.01.25 21:30 | |
Формачĕ А2. Хуçлатмасăр çитерме йывăр пулĕ унашкал япалана... |
Почта тăрăх туянма пулать-ши, как пĕлет?