2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗ республикӑн тӗп хулине хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ правилӑсене ҫирӗплетнӗ. Унта ҫуртсен урам енне кондционерсемпе антеннӑсем вырнаҫтарассине те пӑхса хӑварнӑ. Хулари тӳре-шара ҫырса хатӗрленӗ, депутатсем ҫирӗплетнӗ правилӑра 2.11 пунктӑн 2.11.2.2 ҫум пунктӗнче Шупашкарти магистральлӗ урамсенче кондиционерсемпе антеннӑсене картиш енне кӑна вырнаҫтарма ирӗк панӑ.
Прокурор тӗрӗслевӗ ку пункт саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫуртӑн пӗтӗмӗшле пурлӑхӗпе усӑ кураяҫҫӗ те теприсен айккинче юлма тивет.
РФ Ҫурт-йӗр кодексӗн 1-мӗш статйинче ҫурт-йӗрпе усӑ курассинче федераци саккунӗсемпе хӑш-пӗр чару пулайрассине пӑхса хӑварнӑ-ха, анчах ҫурт ӑҫта вырнаҫнинчен килессине унта асӑнман.
Саккунпа килӗшсе тӑман пункта прокуратура пӑрахӑҫлама хушса хут ҫырнӑ.