Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Директорта темиҫе уйӑх каялла ларнӑ Дмитрий Масликов тӗлӗшпе Шупашкар районӗнчи суд приставӗсем кредитор парӑмне татассинчен пӑрӑннишӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарма йышӑннӑ. Д. Масликов ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӑрахса кайнӑ. Тилхепене ҫав кун Игорь Мяснянкин текен ҫынна тыттарнӑ.
Предприятин мӗнпур парӑмӗ 28 миллион тенке ҫитсе кайнӑ. Ӗҫ укҫипе те предприяти вӑхӑтра татӑлса пыраймасть.
Ятлӑ-сумлӑ хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аукцион ҫурла уйӑхен 26-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.
