Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Паянхи чӗлхе пӗлӗвӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.01.2011 21:20 | 2143 хут пӑхнӑ
Конференцире
Конференцире

2011 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист, патшалӑх служащийӗ, парти ӗҫченӗ В.П. Семенов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Паянхи чӗлхе пӗлӗвӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Ӑслӑлӑх мероприятийӗ Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗн вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Конференци ӗҫне Елчӗк район администрацийӗ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политики пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Левый, Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.М. Рыбкин, пичет ӗҫӗн ветеранӗ И.П. Иноходов, Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӑн директорӗ А.Н. Чермаков, директор ҫумӗ Р.А. Федорова, Аслӑ Елчӗк шкулӗн директорӗ Н.Ф. Малышкин, «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн корреспонденчӗ В.А. Кириллова тата Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ушкӑн — директор ҫумӗ Э.К. Бахмисов, чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Н.И. Егоров профессор, чӗлхӗ пӗлӗвӗ пайӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗ А.В. Кузнецов — хутшӑнчӗҫ. Конференци ӗҫне Аслӑ Елчӗк шкулӗн директорӗ Н.Ф. Малышкин ертсе пычӗ.

Конференцине хутшӑнакансем пуҫтарӑннисене В.П. Семенов пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе, Эйпеҫ тата ун таврашӗнчи ялсен кӗске историйӗпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Э.К. Бахмисов, Н.И. Егоров тата А.В. Кузнецов хӑйсем вӑй хуракан институт ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗҫ, Кивӗ Эйпеҫ шкулне малашне те аталанса, ҫитӗнӳсем туса пыма сунчӗҫ, В.П. Семенов пек пултаруллӑ ҫамрӑксене вӗрентсе кӑларассине шаннине пӗлтерчӗҫ, вӑтам шкул вулавӑшне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларнӑ кӗнекесем парнелерӗҫ.

#конференцисем, #Кивӗ Эйпӗҫ, #Елчӗк районӗ, #шкулсем, #Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗ, #Аслӑ Елчӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем